Канашра пурӑнакан пӗр ҫынна кинемейсем чуччупа ярӑнни килӗшмен. Вӑл икӗ ватӑ ҫын «Кайӑк йӑви» евӗр чуччу ҫинче ярӑннине асӑрханӑ. Лешсем ун ҫине урапа хӑпарса тӑни ӑна килӗшмен.
Ҫак ҫын сӑн ӳкерсе ӑна «Контактра» халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ. Канашра пурӑнакансем ӑна сӳтсе явма тытӑннӑ. Пӗрисем кинемейсене ырланӑ. Ара, чуччупа ярӑнни усӑллӑ-ҫке-ха. Теприсем вара кӑмӑлсӑрланнӑ: ачасем чуччу ҫине хырӑмпа выртса ярӑнаҫҫӗ, ватӑсем вара урапа хӑпарса тӑнӑ.
Чӑваш Енре класс ертӳҫисемпе кураторсене ачасен халӑх тетелӗнчи страницисене тӗрӗслесе тӑма ыйтнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне ку ӗҫе «Ашшӗсен канашӗ» тата кибердружинниксем тӑвӗҫ.
Ку ыйту пирки Правительствӑра иртнӗ терроризмпа кӗрешекен комиссин ларӑвӗнче ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова каласа кӑтартнӑ. Халӑх тетелӗсенчи страницӑсене ачасем террорист ан пулччӑр тесе тӗрӗслӗҫ.
Сӑмах май, халӗ кибердружинниксен ретне 17 шкулта вӗренекен 113 ача кӗнӗ. Ҫичӗ шкулта вӗренкен кибердружинниксем тӗнче тетелӗнче усӑ курма юраман информацие тупса палӑртас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем ҫакнашкал тӑватӑ сайта тупнӑ.
Ҫул-йӗрпе патруль инспекторӗсем хӑйсем мӗнле ӗҫленине халӑх тетелӗсенчи страницисенче те ҫутатса тӑраҫҫӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗ Инстаграмри страницинче инспекторсем ырӑ ӗҫ туни пирки ҫырнӑ. Вӗсем ҫухалнӑ кинемее киле ҫитме пулӑшнӑ.
Ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем Куславкка районӗнче машинӑпа пынӑ. Хайхискерсем ҫул хӗрринче кинемей алӑпа сулкалашнине курнӑ та чарӑннӑ. Ватӑскер ҫухалса кайнӑ-мӗн. Вӑл пакунлисене ывӑлӗ патне леҫсе яма ыйтнӑ.
«Кинемей ӑҫта пурӑннине палӑртрӑмӑр, ӑна киле ҫитертӗмӗр. Вӑл пире тав турӗ. Хамӑрӑн та чунра ӑшӑ туйӑм хуҫаланчӗ», - ҫырнӑ ҪҪХПИн халӑх тетелӗнчи страницинче.
Юлашки вӑхӑтра «Янлекс. Такси» лайӑхах мар енӗпе палӑрчӗ темелле. Ҫак таксире ӗҫлекен водительсем аварисене час-часах ҫакланаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Шупашкарта Ленин Комсомолӗн урамӗнче «Яндекс. Такси» 11-ти хӗрачана вилмеллех ҫапса кайнӑччӗ.
Ҫак таксипе пӑтӑрмах нумай пулнине кура Патшалӑх автоинспекцийӗ ӑна ҫирӗп тӗрӗслеме тытӑннӑ. Ведомствӑн «Контактра», «Инстаграм» халӑх тетелӗсенчи страницисенче ӳсӗр водителе тытса чарни пирки хыпар пур.
«Яндекс. Такси» службӑра ӗҫлекен водителе ӗнер, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче тытса чарнӑ. Ҫакнашкал водительсене асӑрхасан 62-00-22 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Республика прокуратури сӗнӗвӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарта кибердружина йӗркеленӗ. Хӑйӗн ӗҫ-хӗлӗнчен вӑл халӑх тетелӗсенчи аккаунтсене тишкерӗ, хӑй ҫине алӑ хума хистекен тата террорла ӗҫсене пропагандӑлакан ҫынсен шырӗ. Ҫавӑн пекех саккуна пӑссакан ытти информацие вырнаҫтаракансене те тупма пулӑшӗ.
Йӗркене пӑсакан сайтҫӑсен аккаунтсене дрижина ҫыннисем хуптарӗҫ. Ку ӗҫре вӗсем прокуратурӑна пулӑшма ыйтӗҫ.
Кунашкал дружина пирӗн республикӑра пӗрремеш мар. Унччен маларах кибердружинӑна республикӑн тӗп хулинче йӗркеленӗччӗ. Вӗсен тӗллевӗ вара кӑшт урӑхларах — Шупашкар пирки ҫырнӑ япӑх хыпарсене тупасси тата тӗп хулан ӗҫне ырлаканскерсене сарасси.
Чӑваш эстрада юрӑҫи Аида Великова «Давай, поженимся» кӑларӑма хутшӑнни, вӑл суя амӑшӗн рольне выляса ертӳҫӗсене улталайманни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 25 ҫулти Федор, хӑйне миллионер текенскер, кӑларӑма «амӑшӗпе» Аида Великовӑпа килнӗ. Анчах суя тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ, ҫавӑнпа кӑларӑм ертӳҫӗсем студирен тухса кайнипе вӗҫленнӗ.
Кӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑн Аида пӗр сӑмах та шарламан. Ӗнер вӑл чӑтайман – «Инстаграм» халӑх тетелӗнче хӑйӗн шухӑшне ҫырнӑ, кӑларӑм редакторне хӑйне сутнӑшӑн айӑпланӑ.
«Эпӗ мана сценарипе панӑ роле ҫеҫ вылярӑм! Сценарипе харпӑр пурнӑҫа пӑтраштармалла мар! «Давай, поженимся» кӑларӑмра чӑн-чӑн историсем ҫуккине тепӗр хутчен ӗнентӗм». Йӑлтах – суя, рейтингшӑн ҫеҫ тӑваҫҫӗ. Хӑйсен совеҫӗ ҫинче юлтӑр. Ман пата Мускавран 3 уйӑх шӑнкӑравларӗҫ, ӳкӗтлерӗҫ… Вӗсене витӗмлӗ, малалла талпӑнакан ҫын кирлӗ пулнӑ, вӗсем ӑна куҫа мӑчлаттармасӑр таптаса хураҫҫӗ. Хама тата ҫывӑх ҫынсене хӳтӗлес вырӑнне ют ҫынсене хӳтӗлеме тиврӗ. Ку та сценарий… Манпа усӑ курнӑ продюсер центрӗ тата ҫав продюсер хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ пуль тетӗп. Ҫав ҫыннӑн тата ҫав ҫынсен малашлӑхра мӗн пулнине вӑхӑт кӑтартӗ, йӑлтах хайӗн вырӑнне ларӗ», - ҫырнӑ Аида хӑйӗн страницинче.
Улатӑр хулинче пурӑнакан ахаль те нушаллӑ ҫемье тата хур курнӑ. Ачине хаклӑ йышши операци тутарма укҫа пухнӑ ҫак ҫемьене ултавҫӑсем ҫаратнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи ҫемье операци валли укҫа пухса пама пулӑшу ыйтса интернетри халӑх тетелӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ. Вӑхӑт нумай та иртмен — вӗсем патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, 300 пин тенкӗ куҫарса пама пултарассине пӗлтернӗ. Анчах укҫана криптовалютӑпа куҫармашкӑн тӳлевӗн электронлӑ тытӑмӗнче счет уҫмалла-мӗн. Ачин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханакан ҫемье операци часрах тутарма май килессине шанса арҫын хушнине пурнӑҫланӑ. Хайхи программа часах 300 пин тенкӗ счет ҫине куҫнине пӗлтернӗ, анчах ку укҫана илме хӑйсен те нухрат хумалла имӗш. Ҫемье 18 пин тенкӗ ытларах куҫарнӑ. Темиҫе ҫеккунтран компьютер программи ҫухалнӑ, унпа пӗрлех укҫа та.
Халӗ йӗрке хуралҫисем путсӗрле ҫак ӗҫе кам тунине тишкереҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Ирӗклӗх» общество пӗрлӗхӗ Республика Элтеперӗ патне ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ. Михаил Игнатьев ячӗпе янӑ ҫырура хастарҫӑсем республикӑри тӳре-шара федераллӑ саккуна сӗмсӗр пӑснине тупса палӑртнӑ. Сӑмах 149-ФЗ номерлӗ «Информаци, информаци технологийӗсем тата информаци хӳтӗлевӗ ҫинчен» саккун пирки пырать. Унӑн 8 статйин 5-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн хӑйсен информацине тӳре-шара халӑх патне Интернет урлӑ вырӑсла тата республикӑсенчи ытти патшалӑх чӗлхисемпе ҫитермелле. Чӑваш Республикинче унашкал чӗлхе чӑваш чӗлхи шутланать.
«Ирӗклӗх» хастарӗсем пирӗн тӳре-шарасен сайчӗсене тишкернӗ хыҫҫӑн чылай ресурс ҫак саккуна пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑ. Халӑх тетелӗсенче (выр. социальные сети) вара информацие йӑлт вырӑсла кӑна пӗлтерни ҫиеле тухнӑ. Ҫутҫанталӑк, вӗренӳ, информаци политикин министерствисен «Контактри» ушкӑнӗсенче ҫак кӑлтӑк тупӑннӑ.
Михаил Игнатьев патне янӑ ҫырура «Ирӗклӗх»-сем федераллӑ саккуна пӑсасран тивӗҫлӗ хушусем пама, малашнехи ӗҫре саккуна пӑхӑнса ӗҫлеме ыйтса ҫырнӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Мускавра Telegram мессенджера блокировка тӑвассине хирӗҫ ҫынсем митинга тухнӑ. Акци йӗркелӳҫисем унта 5 пине яхӑн ҫын хутшӑнассине пӗлтернӗ, митинга вара 10 пине яхӑн ҫын ҫитнӗ.
Мессенджера шухӑшласа кӑлараканӗ – Павел Дуров. «Пин-пин ҫамрӑк тата малашлӑха шанакан ҫын халӗ тӗнче тетелӗ ирӗклӗхне хӳтӗлесе Мускавра акцие тухнӑ. Пин-пин ҫын митинга утать. Эпӗ ҫак ҫынсемпе пӗр ҫӗршывра ҫуралнӑшӑн мӑнаҫланатӑп. Сирӗн вӑй-хал тӗнчене улӑштарать, - ҫырнӑ Павел Дуров «Контактра» халӑх тетелӗнче.
Акцие хутшӑннисем тӳпенелле хутран ӑсталанӑ самолетсем вӗҫтернӗ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Мускаври Таганка район сучӗ Роскомнадзор ҫак мессенджера хупма ыйтнине тивӗҫтернӗ. Кӗҫех ҫыхӑну операторӗсем ӑна блокировка тума тытӑннӑ.
Чеб.ру сайт журналисчӗсем Инстаграм халӑх тетелӗнче ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн аккаунчӗ пурри пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑна @mihail_ignatiev_chuvashiya никпа уҫнӑ.
Страницӑна уҫнӑранпа 11 кун иртнӗ. Ҫак вӑхӑтра Михаил Игнатьевӑн страницине 5 ҫын ҫырӑннӑ. Страницӑра 15 публикаци, вӗсенче пӗр «лайк» кӑна пуснӑ. Камне пӗлеетӗр-и? Владимир Аврелькин.
Страницӑна ҫырӑнса илекенсен йышӗнче – ЧР экономика министрӗ, кап.ру сайтӑн официаллӑ аккаунчӗ тата «Советская Чувашия» хаҫатӑн темиҫе журналисчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |